Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Патшалӑх наградисем

Патшалӑх умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн орденсемпе, медальсемпе наградӑлас йӗрке авалтан пырать. 1917 ҫулхи революцичченхи наградӑсем халӑх асӗнчен тахҫанах тухса пӗтнӗ ӗнтӗ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче орден-медаль илме тивӗҫнӗ хисеплӗ ҫынсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ-ха. Иртнӗ тапхӑрти ӗҫченсен кун-ҫулӗ ҫинчен каланӑ чухне час-часах вӗсен наградисем пирки те калама тивет. Ҫавӑнпа та кӗнекен ку пайӗнче малтан СССР орденӗсемпе медалӗсене, унтан Раҫҫей Федерацийӗн орденӗсемпе медалӗсене ҫырса кӑтартнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ пайӑр сӑлтавпа кӑларнӑ медальсем нумай. Эпир вӗсенчен паллӑраххисене, халӑхра анлӑ сарӑлнисене ҫеҫ суйласа илнӗ.

Ордена и медали СССР — СССР орденӗсемпе медалӗсем

  • орден Красного Знамени — Хӗрлӗ Ялав орденӗ
  • орден Трудового Красного Знамени — Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ
  • орден Красной Звезды — Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ
  • орден Ленина — Ленин орденӗ
  • орден Почета (с 1935 по 1988 гг. — «Знак Почета») — Хисеп орденӗ (1935 ҫултан 1988 ҫулччен — «Хисеп Палли»)
  • орден Отечественной войны (2 степени) — Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (2 степень)
  • орден Суворова (3 степени) — Суворов орденӗ (3 степень)
  • орден Кутузова (3 степени) — Кутузов орденӗ (3 степень)
  • орден Александра Невского — Александр Невский орденӗ
  • орден Богдана Хмельницкого (3 степени) — Богдан Хмельницкий орденӗ (3 степень)
  • орден «Победа» — «Ҫӗнтерӳ» орден
  • орден Славы (3 степени) — Мухтав орденӗ (3 степень)
  • орден Ушакова (2 степени) — Ушаков орденӗ (2 степень)
  • орден Нахимова (2 степени) — Нахимов орденӗ (2 степень)
  • орден Октябрьской Революции — Октябрь Революци орденӗ
  • орден «Мать-героиня» — «Ача амӑшӗ-героиня» орден
  • орден «Материнская слава» (3 степени) — «Ача амӑшӗн мухтавӗ» орден (3 степень)
  • орден Дружбы народов — Халӑхсен туслӑхӗн орденӗ
  • орден Трудовой славы (3 степени) — Ӗҫ мухтавӗн орденӗ (3 степень)
  • орден «За службу Родине в Вооруженных Силах СССР» (3 степени) — «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсенче Тӑван ҫӗршывшӑн вӑй хунӑшӑн» орден (3 степень)
  • орден «За личное мужество» — «Хастар пулнӑшӑн» орден

  • медаль «Золотая Звезда» — знак отличия Героя Советского Союза — «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль — Совет Союзӗн Геройӗн палли
  • золотая медаль «Серп и Молот» — знак отличия Героя Социалистического Труда — «Ҫӑлтӑрпа Мӑлатук» ылтӑн медаль — Социализмла Ӗҫ Геройӗн палли
  • медаль «За отвагу» — «Хастарлӑхшӑн» медаль
  • медаль «За боевые заслуги» — «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль
  • медаль Ушакова — Ушаков медалӗ
  • медаль Нахимова — Нахимов медалӗ
  • медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941 — 1945 гг.» — «Тӑван ҫӗршывӑн 1941 — 1945 ҫҫ. аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль
  • медаль «Партизану Отечественной войны» (2 степени) — «Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин партизанне» медаль (2 степень)
  • медаль «За победу над Японией» — «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медаль
  • медаль «За трудовую доблесть» — «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медаль
  • медаль «За трудовое отличие» — «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль
  • медаль «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941 — 1945 гг.» — «Тӑван ҫӗршывӑн 1941 — 1945 ҫҫ. аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль
  • медаль Материнства (2 степени) — Ача амӑшӗн медалӗ (2 степень)

Ордена и медали Российской Федерации — Раҫҫей Федерацийӗн орденӗсемпе медалӗсем

  • орден «За заслуги перед Отечеством» (4 степени) — «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (4 степень)
  • орден Жукова — Жуков орденӗ
  • орден Мужества — Хӑюлӑх орденӗ
  • орден «За военные заслуга» — «Ҫар ӗҫӗнче палӑрнӑшӑн» орден
  • орден «За морские заслуга» — «Тинӗс ҫар ӗҫӗнче палӑрнӑшӑн» орден
  • орден Суворова — Суворов орденӗ
  • орден Ушакова — Ушаков орденӗ
  • орден Кутузова — Кутузов орденӗ
  • орден Александра Невского — Александр Невский орденӗ
  • орден Нахимова — Нахимов орденӗ
  • орден Почета — Хисеп орденӗ
  • орден Дружбы —Туслӑх орденӗ
  • орден Святого апостола Андрея Первозванного — Ҫветтуй апостол Андрей Первозванный орденӗ (Таса апостол Андрей Первозванный орденӗ)
  • орден Святого Георгия — Ҫветтуй Георгий орденӗ (Таса Георгий орденӗ)

  • медаль «Золотая Звезда» — знак отличия Героя Российской Федерации — «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль — Раҫҫей Федерацийӗ Геройӗн палли («Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль — Раҫҫей Федерацийӗ Паттӑрӗн палли)
  • медаль ордена «За заслуги перед Отечеством» — «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ
  • медаль «За отвагу» — «Хастарлӑхшӑн» медаль
  • медаль «Защитнику свободной России» — «Ирӗклӗ Раҫҫей хӳтӗлевҫине» медаль
  • медаль Суворова — Суворов медалӗ
  • медаль Жукова — Жуков медалӗ
  • медаль Ушакова — Ушаков медалӗ
  • медаль Нестерова — Нестеров медалӗ
  • медаль «За отличие в охране государственной границы» — «Патшалӑх чиккине сыхлас ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль
  • медаль «За отличие в охране общественного порядка» — «Обществӑри йӗркелӗхе сыхлас ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль
  • юбилейная медаль «50 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941 — 1945 гг.» — «Тӑван ҫӗршывӑн 1941 — 1945 ҫҫ. аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 50 ҫул ҫитни» юбилей медалӗ
  • юбилейная медаль «300 лет Российскому флоту» — «Раҫҫей флочӗ 300 ҫул тултарни» юбилей медалӗ
  • медаль Пушкина — Пушкин медалӗ
  • медаль «В память 850-летия Москвы» — «Мускав 850 ҫул тултарнине асӑнса» медаль
  • юбилейная медаль «100 лет Транссибирской магистрали» — «Ҫӗпӗр чугун ҫулӗ 100 ҫул тултарни» юбилей медалӗ
  • медаль «За заслуги в проведении Всероссийской переписи населения» — «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх перепиҫне ирттерес ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль («Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерес ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль)
  • медаль «За спасение погибавших» — «Вилекенсене ҫӑлнӑшӑн» медаль
  • знак отличия — Георгиевский Крест — мухтав палли — Георгий Хӗресӗ
  • знак отличия «За безупречную службу» — «Тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫ-хӗлшӗн» мухтав палли

Чӑваш Республикин патшалӑх наградисем

  • «Почетная Грамота Чувашской Республики» — «Чӑваш Республикин Хисеп Грамоти»
  • Занесение в Почетную Книгу Трудовой Славы и Героизма Чувашской Республики — Чӑваш Республикин Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине ҫырса кӗртни

Скобкӑсенче пирӗн пӗрлӗх усӑ курма сӗнекен версине илсе кӑтартнӑ (унта хӑш-пӗр сӑмахсене чӑвашларах куҫарнӑ). Ку куҫарусене М.И.Скворцовӑн «Русско-чувашский словарь социальной лексики» (2004) сӑмахсартан илнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-12-22 20:32:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9576 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем